Раççей тата Чăваш Ен Писательсен союзĕн пайташне, 2009 çултанпа Пушкăртстанри «Шуратăл» литература пĕрлешĕвне ертсе пыракана, Фатих Карим премийĕн лауреатне Н.Д. Иванова (Ишимбай) хисеп тума çак кун пĕтĕм республика пухăнчĕ. Дадановка ялĕнче (вăл Меселпуç ял Канаш территорине кĕрет) çуралса ÿснĕ ентешне ватти-вĕтти таран чысларĕç. Николай Лантăшăн (çыравçăн малтанхи псевдонимĕ çапла пулнă) ача чухне çырнă сăввисене вĕренекенсем вуларĕç, ялти клуб çумĕнчи «Шăпчăк» ансамбль пухăннă халăха юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ.
Меселпуçсем, шкул коллективĕ (директорĕ - Н.А. Иванов), «Мичурин» ООО (А.А. Александров), ял хутлăх администрациĕ (пуçлăхĕ - И.М. Александрова) çине тăнипе, уява тĕплĕн те анлăн хатĕрленнине палăртмалла. Çавăн пекех юбилей каçне йĕркелес ĕçре Ефимовсен çемйи, уйрăмах Людмила Исаковнăпа Иван Васильевич, чылай тăрăшнине асăнса хăвармалла. Николай Демьянович вĕсене те, хăнасене те чĕререн тав турĕ.
Юбилей каçĕ çинчен тĕплĕнрех çывăх вăхăтра «Урал сасси» хаçатра вуласа пĕлме пултаратăр.
Юрий СНЕГОПАД.