Аркадий Никандрович пултарулăх çулĕн пуçламăшĕ, пулас кĕнекесем валли мĕнле материалсем пухни çинчен каласа пачĕ. Çыравçă чăваш халăхĕн историйĕпе çыхăннă архив материалĕсене питĕ нумай тĕпченĕ. Вĕсене пĕр тĕвве пухса темиçе кĕнеке кун çути кăтартнă. Çав шутра – «Чувашский след в истории», «Страницы чувашской истории»… Çавăн пекех авторăн тăван кĕтес, юрату çинчен çырнă сăввисемпе хайлавĕсем те пур. Мероприяти вĕçĕнче çыравçă залра пухăннисене хăйĕн кĕнекисене, сăввисен пуххисене асăнмалăх парнелерĕ. Аркадий Русаковпа йĕркеленĕ тĕлпулăва Ашкатар шкулĕнче вĕренекен 8-мĕш класс ачисемпе чăваш чĕлхипе литература учителĕ Татьяна Вальщикова та (çак йĕркесен авторĕ) хутшăнчĕç. Эпир Александр Никандровича курнипе, унпа калаçма май килнипе кăмăллă юлтăмăр.
Татьяна ВАЛЬЩИКОВА, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.
Федоровка районĕ, Урал ялĕ.