ПР Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ вĕсенчен 40-не июль уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне Р-240 тата М-5 трассăсем çинче лартнă. Пĕтĕмĕшле çулталăк вĕçĕ тĕлне федераллă çулсем çинчи камерăсен шучĕ 159 çити ÿсĕ.
- Камера лартни водительсем йĕркене пăснă тĕслĕхсене тата аварисен шучĕсене чакарма пулăшать. Вĕсем пуррине пĕлсе водительсем пысăк хăвăртлăхпа хăваламĕç‚ – тенĕ «ПР Транспорт дирекцийĕ» тĕп контроль управлени ертÿçи Мансаф Низакаев.
Паянхи кун тĕлне республикăра 1015 комплекс ĕçлет: 946-шĕ - стационарлă‚ 63-шĕ - куçса çÿрекенни‚ 6-шĕ - мобильлĕ.
Камерăсене ăçта вырнаçтарни пирки çĕнелсе тăракан порталта пĕлсе пулать.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Безопасныеикачественныеавтомобильныедороги