Октябрьски хулинчи 1№ хула больници никĕсĕ çинче пĕрлĕхлĕ диспетчер служби йĕркеленĕ. Унăн йышне Туймазăпа Пелепей‚ Бакалăпа Пишпÿлек‚ Ермеккейпе Шаран районĕсенчи васкавлă пулăшу подразделенийĕсем кĕнĕ. Кумертау медицина округĕнче Зианчурапа Мелеуз тата Кугарчă тăрăхĕсенчи васкавлă пулăшу службисене пĕрлештернĕ.
Çакăн йышши улшăнусен тĕп тĕллевĕ – пациентсем патне çитмелли вăхăта чакарасси‚ медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстересси.
- Унччен маларах Белорецкпа Сибай хулисенчи медицина округĕсенчи васкавлă пулăшусене пĕрлештернĕччĕ. Çĕнĕлĕх 300 ытла çынна пырса тиврĕ‚ - тенĕ сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен республикăри профсоюз организацийĕн председателĕ Рауль Халфин. – Ун чухне эпир коллективсене çитсе курнăччĕ‚ ертÿçĕсемпе тĕлпулусем ирттернĕччĕ‚ пĕрлĕхлĕ ĕç йĕркине палăртнăччĕ. Профсоюза медицина ĕçченĕсен ĕç правине (отпуск йĕркине пăхăнни‚ çăмăллăхсен шайĕ чакманни‚ васкавлă пулăшура ĕçлекенсем ĕç вырăнне çухатманни) пăсманни интереслентерчĕ.