- Хальхи вăхăтра паркăн лапамне тăвассипе çĕр ĕçĕсем тата бордюра чулĕсене монтажласси пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле ĕçе кăçалхи сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче вĕçлемелле, шăпах çавăн чухне мечетлисем скейт-парка куçпа курса хак пама пултарĕç,- тенĕ Мечетли районĕн тĕп архитекторĕ Альвина Ахундова.
Çĕне паркăн территоринче скейт-лапам, тротуарсем, ачасене выляма резина сарнă тата инветарьпе тивĕçтернĕ вырăн пулмалла. Çавăн пекех талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче çутă çутĕç, спорт тата ытти хатĕрсем те пулĕç. Муниципалитетра Мечетли районĕнче пурăнакансем 2021 çулта шăпах çак объектшăн сасăланине пĕлтернĕ. Пĕтĕм Раççейри онлайн-сасăлав 02.gorodsreda.ru платформа çинче иртнĕ.
Маларах «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе усă курса районта Аслă Устьикинскра, Асла Окара тата Алегазовăра канупа культура паркĕсене хута янă, Аслă Устьикинскра икĕ «Пушкăрт картишĕ» тунă. Унсăр пуçне çынсене авариллĕ çуртсенчен куçма нумай хваттерлĕ çурт хăпартнă.
2023 çулта мечетлисем район центрĕнчи тĕп лапама çĕнетме палăртаççĕ. Çак объект обществăлла территорисемпе дизайн-проектсене тирпей-илем кĕртмелли Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш онлайн-сасăлав урлă иртнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
#Башкортостан#Уралсасси#Нацпроекты# Жильье и городская среда