Республикăри вĕрентÿ министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи ăмăрту вăхăтĕнче çĕнĕ условисем те кĕртнĕ. Вĕсен шутĕнче уйрăм çыннăн çаврăнăçÿлăхне (мобильность) ÿстермели хатĕрсемпе çыхăннă ĕçсем, кăлтăрмачсемпе (роликсемпе), самокатсемпе, гироскутерсемпе хăрушлăхсăр ярăнасси тата ытти задачăсем пулнă. Пĕтĕмĕшле олимпиадăра пурнăçламалли ĕçсем çуран çÿрекенсене те, транспорт хатĕрĕсен водителĕсене те пырса тивнĕ.
Олимпиада умĕн вĕренекенсене хăнăхма ятарлă вĕрентÿ мероприятийĕсем йĕркеленĕ. Вĕсенче иртнĕ çул ачасемшĕн йывăрлăхсем кăларса тăратнă темăсене пăхса тухнă. Çав шутра картишĕнче çул-йĕр правилине пăхăнса вырăнтан вырăна мĕнле куçасси, велосипедпа мĕнле çÿресси таран пулнă. Çак вĕрентÿ курсĕсене пула 2022 çулта вĕренекенсенчен чылайăшсем задачăсене тĕрĕс пурнăçланă.
Справка.
Пĕтĕм Раççейри «Хăрушлăхсăр çулсем» онлайн-олимпиада «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртет. Кăçал ăна виççĕмĕш хут йĕркеленĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
#Башкортостан#уралсасси#нацпоект#безопасныекачественныедороги