Вĕсем талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче 17№ шкула хирĕç, «4-мĕш çурт управлени» чарăну çывăхĕнче тата Худайбердин урамĕнче (Ĕмĕрлĕх çулăмпа юнашар) машинăсем иртсе çÿрекен вырăнсене çутатĕç. Çул-йĕр паллин проекцине «Хăрушсăрлăхлă тата пахалăхлă çулсем» программа шайĕнче тунă тесе пĕлтернĕ хула мэрĕ Рустем Газизов.
«Зебрăсене» çутатма ятарлă светодиодлă проекторсем вырнаçтарнă. Асăннă технологи йăлана кĕнĕ çуран çÿрекенсен çул урлă каçмалли каçмана улăштармасть. Вăл унăн ĕçне талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче тата начар çанталăкра витĕмлĕрех те уçăмлăрах пурнăçлать. Çапла майпа авари енчен хăрушă лаптăксенче çутă коридорĕ «ĕçлет». Çакă çуран çÿрекенсене курăмлăрах тăвать.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Безопасныеикачественныеавтомобильныедороги