Укçа-тенкĕ ыйтăвне çапла татса панă: 94 процентне республика бюджетĕнчен уйăрĕç, 5 процентне муниципалитетсем саплаштарĕç, пĕр процентне нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем пухĕç. Программăна хутшăнассине коллективпа сÿтсе явса йышăну тăваççĕ. Ăна çуртра пурăнакан хваттер хуçисем пухура татса параççĕ. Вырăнти администраци тата обществăлла организацисен представителĕсенчен тăракан комисси вырăнти уйрăмлăхсене тата территорине тирпей-илем кĕртмелле е кĕртмелле маррине хак парать.
Пухура çуртра пурăнакансем пулас картишĕн дизай проектне суйласа илеççĕ. Сĕннĕ вариантсене пăхса тухсан, специалистсем норматив ыйтнине шута илсе проектăн техника хушăвне хатĕрлеççĕ. Вĕçĕнче ăна граждансемпе сÿтсе яваççĕ, ун хыççăн тин ĕçсем пуçланаççĕ.
Картишĕнче мĕнсем пулмалла-ха? Чăн малтан - резина сийĕпе витнĕ хăрушлăхсăр ача-пăча лапамĕ, спорт площадки, симĕс курăклă, йывăçлă вырăн, автомобильсем лартмалли кĕтес, транспорт хатĕрĕсем кĕрсе-тухса çÿреме тата çуран çÿрекенсем валли асфальт сарнă çулсемпе тротуарсем, информаци сденчĕ, электричество çути, видеосăнав хатĕрĕсем, çавăн пекех пĕчĕк архитектура кÿлеписем.
Тунă ĕçсене виçĕ çултан кая мар гаранти вăхăчĕ параççĕ. Çак тапхăрта çитменлĕхсем тупса палăртсан е ĕç пахалăхĕ тивĕçтермесен подрячик вĕсене хăйĕн шучĕпе пурнăçламалла. Çывăх вăхăтра çуртсен çумĕнчи территорисене илем кĕртессипе тумалли вырăнсен адресĕсене администрацисен сайчĕсенче пичетлесе кăларĕç. Пĕтĕмĕшле республикăри лару-тăрăупа ПР Пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министерствин сайтĕнчи https://house.bashkortostan.ru/activity/14535/ ятарлă пайра паллашма пулĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#городскаясреда