Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕ
30 Августӑн 2023, 12:30

Пушкăртстанра «Анне - предприниматель» проекта хутшăнма заявкăсем йышăнаççĕ

  «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство тата уйрăм предприниматель пуçарăвне пулăшу парасси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2023 çулхи октябрь уйахĕн 2- 6-мĕшĕсенче  Пушкăртстанра тÿлевсĕр «Анне – предприниматель» вĕрентÿ программи йĕркелеççĕ. Республикăра ăна «Манăн бизнес» («Мой бизнес») центрăн «Пушкăртстан Республикинчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантармалли агенство» АНО (комерциллĕ мар автономлă пĕрлешÿ) ирттерет. Çавăн пекех ПР Предпринимательство тата туризм министерстви пулăшу парать.

Пушкăртстанра «Анне -  предприниматель» проекта хутшăнма заявкăсем йышăнаççĕ
Пушкăртстанра «Анне - предприниматель» проекта хутшăнма заявкăсем йышăнаççĕ

- Хĕрарăм предпринимательствине пулăшасси, ĕçлĕ хĕрарăмсене професси енчен аталатарасси çине Пушкăртстанра уйрăм тимлĕх уйăраççĕ. «Анне – предприниматель» программăна ачаллă хĕрарăмсене хăйсен ĕçне йĕркелеме тата ăна аталантарма условисем туса парас тĕллевпе хатĕрленĕ. Проекта хутшăнакансем бизнес йĕркелеме комплекслă пĕлÿ илĕç тата усă куракан проекта анлăлатма пултарĕç. Çавăн пекех пулас партнерсемпе тата хĕрарăм бизнесне пулăшмалли мерăсемпе паллашĕç, - пĕлтернĕ ПР предпринимательство тата туризм министрĕ Рустем Афзалов.

Проекта хушăнакансен шутĕнче декрет отпускĕнче ларакан е çул çитмен ачаллă хĕрарăмсем пулма пултараççĕ. Маларах предпринимательсво сферинче ĕçлени кирлĕ мар.

Вĕрентÿ курсĕ темиçе куна тăсăлакан тренинг-интенсив формачĕпе иртет. Вĕренекенсем хăйсен бизнес-планне хатĕрлеççĕ, каярах ăна эксперт жюри умĕнче хÿтĕлеççĕ. Ĕçсене темиçе виçепе хаклаççĕ: экономика енчен, хайне евĕрлĕхне тата социаллă пĕлтерĕшне кура.

Кашни регионти чи лайăх проекта пурнăçлама 100 пин тенкĕ уйăраççĕ. Икĕ çĕнтерÿçĕ федераллă тапхăрта пĕр миллионшар тенкĕ илĕç.

Программăна хутшăнас тесен мамапредприниматель РФ сайтра регистраци иртмелле. Заявкăсене 2023 çулхи сентябрь уйăхĕн -22-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

 

Пĕлсе тăма: Программăна Раççей Экономика аталанăвĕн министерстви регионсенчи «Манăн бизнес» центрсен никĕсесем çинче йĕркелеççĕ. Вĕсене «Пирĕн пуласлăх» фонд, «Коорпарация МСП» акционерлă общество тата Раççей Хĕрарăмĕсен союзĕ пулăшаççĕ. Wildberries.маркетплейс  тĕп партнер шутланать. VK компани тата VDOOH тулаш реклама тăвакан маркетплейст  партнерсем пулса тăраççĕ.

«Анне - предпириниматель» проект Раççейре 10 çул пурнăçланать. Унта хутшăнакансен шучĕ 7 пин çынна çитнĕ. Вĕсенчен 247-шĕ çĕнтерÿçĕсем пулнă. Программăпа килĕшÿллĕн Раççейри73 регионта 250 тренинг ирттернĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: