«Курай» парк территоринче тирпей-илем кĕртес ĕç 2022 çултан пырать. Тĕп площадьрен пайăркасем евĕр площадкăсемпе сукмаксем выртаççĕ. Парк ятне вăл курай пушкăрт халăх музыка инструменчĕ евĕр пулнăран панă.
Çитмĕл пилĕк тăваткал метр йышăнакан территоринче канмалли вырăнсем уçăлнă: беседкăллă пикник зонисем, пляжлă шыва кĕмелли вырăн. Иртнĕ çул сцена тата ача-пăча площадки тунă, брусчатка сарнă, çутă кĕртнĕ, видеокамерăсем вырнаçтарнă. Кăçал кунта ача-пăча лаптăкĕ, автомобильсем лартмалли вырăн, пĕчĕк архитектура формисем уçăлнă. 2025 çулта спорт зонине тума палăртаççĕ.
Астутарасшăн, 2020 çулта «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» федераллă проект витĕмĕпе Абзелил районĕнче Ташбулатово ялĕнче «Карабалыкты» парк, 2021 çулта Северный поселокĕнче «Северное сияние» парк уçнă.