Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕ
14 Октябрӗн , 14:40

Чишма салинчи Çĕнтерÿ паркне хăтлăх кĕртнĕ

Чишма район центрĕнчи Çĕнтерÿ паркне çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Общество хутлăхне «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхĕ» федераллă проектпа килĕшÿллĕн çĕнетнĕ.

Чишма салинчи Çĕнтерÿ паркне хăтлăх кĕртнĕ
Чишма салинчи Çĕнтерÿ паркне хăтлăх кĕртнĕ

Площаде брусчатка сарнă, аллея хывнă, хăрушсăр резина витнĕ ача-пăча площадки, пĕчĕк тата вăтам архитектура формисем, саксем вырнаçтарнă, çутă ламписене улăштарнă.

Çĕнетÿ ĕçĕсен иккĕмĕш пайĕнче сцена комплексĕ тунă, чечексенчен клумбăсем, ача-пăча автохулипе скейтпарк йĕркеленĕ. Çавăн пекех Совет союзĕпе Раççей Геройĕсен, Социализмла Ĕç Геройĕсен палăкĕсен никĕсĕсене тунă.  Вырăнта пурăнакансем хăтлăхшăн сасă парас ĕçе хастар хутшăннă, халĕ кунта кашнийĕ хăйне валли мĕн те пулин çĕннине тупма пултарать.  

Паянпаркхăнасене нумай хутлă çĕнĕ саксемпе, пилĕк кĕтеслĕ çăлтăрлă палăкпа, юратнă фотозонăсемпе кĕтсе илет. Кунта çуранçÿрекенсен сукмакне тетунă. Вăл паркпа Парковая урама пĕрлештерет.

2024çултаПушкăртстан Республикинче «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула  хутлăхĕ йĕркелесси» федераллă проектпа килĕшÿллĕн 123 общество территорине хăтлăх кĕртнĕ. Çакăн валли пĕтĕмĕшле 1,2 миллиард тенкĕ тăкакланă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: