ПР Пурăнмали çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çитес çул çак ĕçсене «Пурнăç валли кирлĕ инфраструктура» çĕнĕ наци проекчĕпе пурнăçа кĕртĕç. 2025 çулта Пушкăртстанра 94 обществăлла вырăна 1,2 млрд тенкĕлĕх тирпей-илем кĕртмелле.
«Пурнăç валли кирлĕ инфраструктура» наци проекчĕ «Пурнăç валли хăтлă тата хăрушлăхсăр хутлăх» наци аталану тĕллевĕсене пурнăçлама, çак енĕпе кăтартусене ÿстерме пулăшĕ. Проект тытăмне чылай мероприятисем кĕмелле, çав шутра инфраструктурăна аталантарса пурнăç пахалăхне лайăхлатасси.
Çакна та палăртса хăвармалла, иртнĕ çул наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме республика валли федераллă хыснаран 40,4 млрд тенкĕ уйăрнă. Ку вăл -рекордлă кăтарту.
Юрий СНЕГОПАД.