Пур хыпар та
Наци проекчĕ
18 Ноябрӗн 2024, 18:15

Белорецкра вĕрентекенпе вĕренекен палăкне лартнă

Белорецк район администраци пуçлăхĕ Андрей Иванюта хăйĕн социаллă сечĕсенче кăçал Белорецкра тăватă вырăнта пысăках мар обществăлла территорисене тирпей-илем кĕртнине пĕлтернĕ.

Белорецкра вĕрентекенпе вĕренекен палăкне лартнă
Белорецкра вĕрентекенпе вĕренекен палăкне лартнă

«Вĕсенчен пĕри -  Белорецкра пурăнакансене килĕшекен хула варринчи Вĕрентекенсен скверĕ. Кунта уçăлса çÿремелли вырăна плита сарнă, саксемпе çакăнса тăракан чучусем, видеосăнав камерисем вырнаçтарнă, электричество çути тăснă. Сквера пĕчĕк архитектура объекчĕ – Сергей Елкин туса хатĕрленĕ вĕрентекенпе вĕренекенĕн кÿлепи – илем кÿрет. Учительпе вĕренекен пĕтĕмĕшле сăнласа панă сăнарсем. Палăк çÿллĕшĕ 2,5 метра яхăн. Ăна тимĕртен тата бетонпа тимĕртен тунă», - тесе çырнă вăл.

Андрей Иванюта çак ĕçсене хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси федераллă проектпа килĕшÿллĕн хатĕрленине палăртнă. Унсăр пуçне çак проектпа усă курса ЗАГС çывăхĕнчи икĕ территорине тата Шуратăл кĕперĕ  хыçĕнчи çырансене, Заматин микрорайонти Блюхер ячĕллĕ сквера, йĕркене кĕртеççĕ.

«Халĕ хулара пурăнакансен тĕп тĕллевĕ çак пуянлăха çĕмĕрмесĕр тирпейлĕ упрасси пулса тăрать. Мĕншĕн тесе юсав ĕçĕсем тума укçа-тенкĕ пирĕн район хыснинчен тухать, вăл вара хальхи вăхăтра питĕ те виçеллĕ», - тенĕ район пуçлăхĕ.

Андрей Иванюта соцсетĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: