Пур хыпар та
Наци проекчĕ
9 Декабрӗн 2024, 17:15

Демографи тата çемьесене пулăшу парас енĕпе çĕнĕ наци проекчĕсем вăй илĕç

2025 çултанпа Раççейре демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тата çав шутра ача-пăчаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе çĕнĕ нацпроектсем ĕçлеме пуçлĕç. Вĕсем – «Çемье», «Çамрăксемпе ачасем», «Вăрах тата активлă пурнăç», «Сывлăха упрамалли çĕнĕ технологисем».

Демографи тата çемьесене пулăшу парас енĕпе çĕнĕ наци проекчĕсем вăй илĕç
Демографи тата çемьесене пулăшу парас енĕпе çĕнĕ наци проекчĕсем вăй илĕç

Çакăн пирки Раççей Президенчĕн Атăлçи федераллă округри полпречĕ Игорь Комаров субъектсен патшалăх влаçĕн саккун кăларакан органĕсен Ассоциацийĕн ларăвĕнче аса илтернĕ. Мероприяти Мордовире декабрĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ. Унта округри регионсенчи демографи лару-тăрăвĕпе çыхăннă ыйтусене, çавăн пекех çураласлăха ÿстермелли мерăсене пăхса тухнă.  

 - Хальхи вăхăтра Атăлçи федераллă округра нумай ачаллă 430 пин ытла çемье шутланать. Нумай ачаллă çемьесем патшалăх пулăшăве усă курччăр тесен ăнлантару ĕçне ирттермеллине асра тытмалла, - тенĕ Игорь Комаров.

Вунă çул хушшинче Пушкăртстанра нумай ачаллă çемьесен шучĕ 27,4% (59 пин таран) ÿснĕ.

Вĕсен шучĕпе республика Атăлçи федераллă округра 1-мĕш вырăн йышăнать, çĕршывĕпе - çиччĕмĕш.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: