Надеждино салинче хăпартнă çуртсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 360 тăваткал метрпа танлашать, хакĕ – 25,3 млн тенкĕ. Вĕсенчен 19,8 млн тенки федераллă хыснаран, 4,67 млн тенки – ĕçпе тивĕçтерекен хывни, 830 пин тенкине республикăпа муниципалитет бюджечĕсем уйăрса панă.
- Пурăнмалли çуртсене граждансене тара илмелли килĕшÿ тăрăх тÿлевсĕр усă курма май параççĕ. Ĕç килĕшĕвĕ тăрăх 5 çул ĕçленĕ хыççăн граждансен пурăнмалли çурта çурт-йĕр строительствин 10 процентран ытла мар хакĕпе, 10 çул иртсессĕн 1 процентран ытла мар хакпа туянма ирĕк пур, - ăнлантарса панă ПР Ял хуçалăх министерствинче.
Кăçал республикăри районсенче çÿлерех асăннă программăпа килĕшÿллĕн 361,9 млн тенкĕлĕх çуртсем хăпартнă, вĕсенчен 354,2 млн тенкине федераци бюджетĕнчен явăçтарнӑ, 7,8 млн тенки республика хыснинчен килнĕ. Ял специалисчĕсем валли 5,5 пин тăваткал метр çурт хăпартнă, çапла майпа 85 çемье çĕнĕ çуртлă пулнă.