Пур хыпар та
Наци проекчĕ
23 Кӑрлач , 11:35

Пушкăртстан вăрмансене сыхлама 700 ытла техника илнĕ

2019-2024 çулсенче ПР Ял хуçалăх министерствине пăхăнса тăракан учрежденисем «Экологи» наци проекчĕн «Вăрмансене упраса хăварасси» федераци проекчĕн шайĕнче вăрман пушарĕсемпе кĕрешмелли тата асăннă хуçалăхра усă курмалли 700 ытла техникăпа оборудовани (тракторсем, бульдозерсем, культиваторсем, сухасем, пушар автоцистернисем т.ыт. те) илнĕ. Çакăн валли федераци бюджетĕнчен 400 млн тенкĕ уйăрнă.

Пушкăртстан вăрмансене сыхлама 700 ытла техника илнĕ
Пушкăртстан вăрмансене сыхлама 700 ытла техника илнĕ

Республика «Вăрмансене упраса хăварасси» федераци проектне хутшăнни вăрман пушарĕсене хирĕç кĕрешекен уйрăмсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме май панă.

 - Вăрман пушарĕсем ытларах Урал леш енчи районсенче, сăрт-тусемпе вăрманлă вырăнсенче, сиксе тухаççĕ.  Паянхи саманана тивĕçтерекен техника пурри вăрман хуçалăхĕсенче ĕçлекенсене вут-çулăм тухнă лаптăксене оперативлă çитме тата кирлĕ хатĕр-хĕтĕре вырăна илсе çитерме пултараççĕ, - палăртнă ПР вăрман хуçалăхĕн министрĕ Марат Шарафутдинов.

Паллах, вăрман хуçалăх техникин паркĕ те çĕнелнĕ – 300 ытла единица. Çакă вăрмансене çĕнетмелли ĕçсене тухăçлă пурнăçлама май панă.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: