Андрей Назаров пĕлтĕр регионта çÿп-çап полигонĕсене тĕп тунине, шыв хуçалăхĕн тĕп объекчĕсене тĕпрен юсанине, çĕннисене хăпартнине аса илтернĕ.
- Ирĕк паман çÿп-çап полигонĕсене рекультивацилес тĕлĕшпе проект-смета докуменчĕсене хатĕрлеме хушма укçа-тенкĕ уйăрнă. Çакă «Генеральная уборка» федераци проекчĕ шайĕнче федераци укçи-тенкине малашне явăçтарма май парасса шанатпăр, нухрат кăçалах республика бюджетне килессе кĕтетпĕр. Унсăр пуçне 2025 çулта коммуналлă хытă каяшсене турттарма ятарлă техника туянма тăкакланă укçа-тенкĕн пĕр пайне саплаштарма 50 млн тенкĕ уйăрĕç, - каласа панӑ премьер-министр.
Кăçалтан «Экологи» наци проекчĕ вырăнне «Экологи ырлăхĕ» федераллă программа ĕçлет.
- Программăпа килĕшÿллĕн эпир федераци укçи-тенкине тепĕр çултанах явăçтарма ыйтăпăр. Ыйтусем нумай, вĕсене майĕпен татса парăпăр, - палăртнă министрсен кабинечĕн пуçлăхĕ.
2026 çулта экологи ыйтăвĕсене татса пама 823,4 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.