Укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 8,2 млрд тенкĕпе (2024 çулта 1,2 млрд тенкĕ) танлашать. Хăтлăх кĕртнĕ территорисен шучĕпе Пушкăртстан Атăлçи федераллă округра – пĕрремĕш, РФ субъекчĕсен хушшинче тăваттăмĕш вырăн йышăнать.
2025 çулта хăтлăх кÿртесси «Пурнăç валли кирлĕ инфраструктура» çĕнĕ наци проекчĕпе иртĕ. 1,2 млрд тенкĕлĕх (вĕсенчен 1,127 млрд тенки федераллă бюджетран) 94 объекта тирпей-илем кĕртĕç. Хушса ытти проектсен витĕмĕпе тата 70 объекта хăтлăх кĕртесшĕн. Пурĕ республикăра 164 обществăлла территорие (Мелеузри Мухтав бульварĕ, Нефтекамскри Çамрăксен çурчĕ, Белорецкри Çĕнтерÿ паркĕ тата ытти территорисене) йĕркене кĕртме палăртаççĕ.
Астутарасшăн, «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» программа кĕнĕ территорисене вырăнта пурăнакансем пĕтĕм Раççей сасăлавĕнче суйласа илеççĕ. 2026 çулта хăтлăх кĕртмелли территорисене 2025 çулхи апрель уйăхĕн 21-мĕшĕ – июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртекен сасăлавра суйласа илĕç.