ПР çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх парассине тимлекен ведомствăн ертÿçи Ленара Иванова правительствăн оперативлă канашлăвĕнче пĕлтернĕ тăрăх, программăра çĕнĕ мероприятисем пулĕç: мастер-классем, укçа-тенкĕ пĕлÿлĕхне ÿстермелли консультацисем, тематика мероприятийĕсем тата ыттисем те.
2024 çулта программăн тĕрлĕ мероприятийĕсене 470 пин ытла çын хутшăннă, урăхла каласан республикăра пурăнакан ватăсен çурри яхăн. Программăна çынсене ытларах явăçтарма муниципалитетсенче ирттерекен мероприятисем çинчен информаци тăратмалла. Ленара Ивановна каланă тăрăх, çак енĕпе ĕçе вăйлăлатмалла. Унсăр пуçне çитес вăхăтра проектăн интернет-порталне çĕнетĕç.