Пур хыпар та
Наци проекчĕ
13 Майӑн 2025, 12:00

4 404 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă

2025 çул пуçланнăранпа Пушкăртстанра пурăнакан 4 404 çемье ача амăшĕн капиталĕпе усă курса пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Çакăн пирки ПР Социаллă фонд пĕлтернĕ.

4 404 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă
4 404 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă

Ача амăшĕн капиталĕпе çыхăннă программа «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче 2030 çулччен ĕçлĕ. Çакă тата та ытларах çемьесене хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма май парать.

Ача амăшĕн капиталĕпе усă курса хваттер е çурт туянма, малтанхи взнос тума е ипотекăна тÿлесе татма, çурт туянма е пуррине тĕпрен юсама пулать.

2025 çултанпа республикăра пурăнакан çемьесен ача амăшĕн капиталĕпе подряд организацийĕ пулăшнипе çурт хăпартма май пур.

 

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас