-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Шăпах çак вырăнта 2023 çулхи çуркуннерен пуçласа кашни эрнере вăхăт-вăхăт пысăк çăк турттаракан автомобильсене чарса тăнă, малалла кайма ирĕк паман. Мĕншĕн тесен кунта çĕре пăраласа тата взрыв ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн Урал тăвĕсем урлă тăватă ярăмлă (полоса) çул хывнă.
Челябинск облаçĕнчи массăлла информации хатĕрĕçем пĕлтернĕ тăрăх, çитес çул Сим юхан шыв урлă каçакан çаврăм çула уçма палăртнă. Çакăн валли 46 метр çÿллĕшлĕ кĕпер (эстакада) тума палăртнă.
Юрий СНЕГОПАД.