-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Патшалăх суту-илĕвĕсен (госзакупки) кăтартăвĕсем тӑрӑх, юсавӑн иккӗмӗш тапхӑрӗнчи контракта Çтерлĕри Бикташев ИП строительство предприятийӗ ҫӗнсе илнӗ, ӑна 6,3 млн тенкӗпе пурнӑҫлама килĕшнĕ. Унăн малтанхи хакĕ 7,6 млн тенкӗ пулнă. Çакă федераци хыснине 1,3 млн тенкӗ перекетлеме май панă.
Рощинский ялӗнчи модельлĕ культура керменне 1985 ҫулта хăпартнӑ. Унта ултӑ пултарулӑх ушкăнĕ ӗҫлет, ҫав шутра "Созвездие" тӗслӗхлӗ театр ушкăнĕ, "Айседора" тӗслӗхлӗ хореографи ансамблӗ, "Родники" халӑх хорӗ, "Парне" чӑваш юррин халӑх ансамблӗ тата ыттисем те.
Инга АЛЕКСЕЕВА.