-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов пĕлтернĕ тăрăх, 2026 çулта «Çемье» наци проекчĕн витĕмĕпе кунта çĕнĕ ăру вулавăшĕ уçĕç.
Библиотекăна çĕнетсе юсама 15 миллион тенкĕ уйăрĕç.
- Çакăн йышши проектсем района аталантарма тата паянхи куна тивĕçтерекен культура инфраструктурине йĕркелеме çĕнĕ майсем уçса параççĕ. Пирĕн библиотека тĕрлĕ ÿсĕмрисене хăй патне туртĕ. Район çакăн пек майпа усă курма пултарни савăнтарать, - палăртнă Арслан Шагаретдинов.