Пур хыпар та
Наци проекчĕ
25 Сентябрӗн 2025, 12:00

Пушкăртстанра агроял, шкул тата каток хăпартĕç

Республикăра «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» патшалăх программин витĕмĕпе кăçал виçĕ пысăк объект хăпартма пуçлĕç. Çакăн пирки ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра агроял, шкул тата каток хăпартĕç
Пушкăртстанра агроял, шкул тата каток хăпартĕç

Пушкăртстанăн виçĕ районĕнче пурнăçа кĕрекен проектсен пĕтĕмĕшле хакĕ 2,977 млрд тенкĕпе танлашать.

Çапла Бурай салинче 500 вырăнлăх 1,2 млрд тенкĕлĕх шкул, Элшей районĕнчи Раевка салинче 834  млн тенкĕлĕх тăрăллă каток, Чишма тăрăхĕнчи Еремеево салинче агроял хăпартĕç.

 - Агроялăн проекчĕпе килĕшÿллĕн инженерипе тата коммуникаципе çыхăнтарнă 100 уйрăм çурт туса лартĕç. Унта автомобиль çулĕпе тротуарсемпе те пулĕç, - ăнлантарса панă правительствăн вице-премьерĕ – ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.

2025 çулта Пушкăртстанра «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси»  программăна пурнăçа кĕртме федераципе регион бюджечĕсенчен 1,687 млрд тенкĕ уйăрнă.   

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас