«Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» федераллă проект витĕмĕпе Октябрьски хулинче тата тепĕр çĕнĕ общество хутлăхĕ – «Хĕвеллĕ» («Солнечный») эко-парк – йĕркеленĕ. Вăл çут çанталăкпа çывăх пулнипе уйрăлса тăрать. Строительство ĕçĕсене евĕклĕ (деликатно) пурнăçласси тĕп тĕллев пулса тăнă. Çапла майпа паркри йывăçсемпе тĕмсене, вырăнти çут çанталăк рельефне сыхласа хăварма май килнĕ.
- «Хĕвеллĕ» территоринче çуран çÿрекенсен сукмакĕсене лиственницăран тунă, хăтлă сак-дивансем вырнаçтарнă, ача-пăча лапамĕпе амфитеатр йĕркеленĕ. Кунта тăтăшах «Хирĕç çил» («Встречный ветер») авторла юрăсен клубĕн концерчĕсем иртеççĕ, - каласа панă ПР Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин пресс-службинче.