Ишимбай районĕнче тăватă шкулпа пĕр ача садне юсаççĕ
Кăçал Ишимбай хулинчи 14 тата 19№ шкулсем тĕпрен çĕнелĕç. Унсăр пуçне Тимашевка тата Ишеево ялĕсенчи пĕлÿ çурчĕсене йĕркене кĕртĕç. Çавăн пекех строительство ĕçĕсене 32№ «Русалочка» ача садĕнче те пурнăçлĕç.
Ишимбай районĕнче тăватă шкулпа пĕр ача садне юсаççĕ
Район администраци пуçлăхĕ Азат Ишемгулов пĕлтернĕ тăрăх, подрядчиксем паянхи кун ĕçе пуçăннă. Ачасене вăхăтлăха ытти шкулсемпе ача сачĕсене куçарнă. Планпа килĕшÿллĕн мĕнпур объектсенчи ĕçсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне вĕçлĕç.