Пур хыпар та
Наци проекчĕ
11 Нарӑсӑн , 12:00

Пушкăртстанра пилотсăр вĕçекен аппаратсем валли «Зауралье» полигон йĕркелĕç

Ĕпхÿ хулинчен пуçласа Сибай хулине çитиччен 35 пин тăваткал çухрăм çинче инфраструктура, вĕçсе анмалли лапамсем тата дронопортсем вырнаçĕç. Çакăн пирки Пушкăртстан правительствинче каласа панă. «Зауралье» («Урал леш енче») полигона 2026 çулта уçма палăртаççĕ.

Пушкăртстанра пилотсăр вĕçекен аппаратсем валли «Зауралье» полигон йĕркелĕç
Пушкăртстанра пилотсăр вĕçекен аппаратсем валли «Зауралье» полигон йĕркелĕç

Çавăн пекех республикăра «Пилотсăр авиаци системисем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн регионти ăслăлăхпа производство центрĕн 20 компани-резидентне пĕрлештерĕç.

 - Вĕренÿ центрне йĕркелеме палăртаççĕ. Кунта çĕнĕ вĕрентÿ программисем тата экономика отраслĕ валли квалификациллĕ заказ паракансем хатĕрлĕç, çамрăксене явăçтарас тата çĕнĕ технологисем шыраса тупас тĕллевпе пилотсăр авиаци системи енĕпе ăмăртусем ирттерĕç, СВО ветеранĕсене гражданла специальноçсене алла илме пулăшĕç, - палăртнă ПР Министрсен Кабинетĕнче. 

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас