+8 °С
Уҫҫӑнах


Кăçал «Асăну пахчине» Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 85 çул çитнине халаллĕç. Пуçласа хунавсене вăрçă геноцичĕнчен инкек тÿснисене асра тытса лартĕç. Çавăн пекех акци шайĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансене ĕмĕрлĕхе асра хăварас ĕç те малалла тăсăлĕ.
Тĕп мероприяти Нуриман районĕнче Байгильдино ялĕ çывăхĕнче иртĕ. Унта икĕ гектар çинче 8 пин хырпа çăка тата каврăç хунавĕ лартса Паттăрсен вăрманне никĕслĕç. Асăннă акцие «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче йĕркелĕç.