Урал сасси
+27 °С
Ясно
Наци проекчĕ
7 Мая , 07:00

Çулсене юсама 44 миллиард тенкĕ ытла тăкаклĕç

Кӑҫал Пушкӑртстанра регион тата хула хушшинчи пӗлтерӗшлӗ 570 çухрăм ытла автомобиль çулне, ҫавӑн пекех 2,3 çухрăм тӑршшӗ 23 кӗпере йӗркене кӗртме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки Пушкӑртстанри Министрсен Кабинечĕн эрнесерен иртекен оперативлӑ канашлура пӗлтернĕ.

Çулсене юсама 44 миллиард тенкĕ ытла тăкаклĕçÇулсене юсама 44 миллиард тенкĕ ытла тăкаклĕç
Çулсене юсама 44 миллиард тенкĕ ытла тăкаклĕç

- Пурĕ регионти çулсене сарма, юсама, пăхса тăма 44,7 миллиард тенкĕ уйăрĕç, çав шутра 7,2 миллиард тенкине - Раççей хыснинчен, - пĕлтернĕ Пушкăртстан пуçлăхĕн пресс-службинче. - Сакăр миллиард тенке яхăн укçана çул-йĕрсене çĕнетме «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕпе усă курса тăкаклĕç. Кунта сăмах ик çĕр çухрăм çула тата 1,9 çухрăм кĕперсене юсасси пирки пырать.
Регионти чи пысӑк инфраструктура объекчӗсен шутне Авăркас районӗнчи Толбазă ялӗн хĕвел анӑҫ енчи çаврăнăç çулне тӑвасси, Дюртюли тата Бурай районӗсенчи Быстрый Танып юханшывӗ урлӑ хывнӑ икӗ кӗпере тата Ĕпхÿ – Бирск – Янаул çулăн 19 çухрăмне юсасси кӗрет.
– Регионта çаплах «шавлă» (фонящие) ҫулсене йӗркене кӗртеççĕ: кӑҫал 126 çухрăмне юсама шутлаҫҫӗ, чи пысӑк объект – Сибай — Акъяр автомобиль çулĕ, унти 35,5 çухрăм çула ҫӗнетӗҫ, – хушса каланă Пушкӑртстан пуҫлӑхӗн пресс-службинче.
Çав вăхăтрах 150 миллион тенке коммерциллĕ мар сад пахчисен 55 пĕрлĕхĕн çулĕсене юсама, Ĕпхÿри Пугачев, Рабкорсен тата Галле урамĕсене çĕнетме уйăрĕç.
– Пысăк ĕç тума тивет, – палăртнă регион пуçлăхĕ Радий Хабиров. – Ĕпхÿрен аэропорта каймалли çул çинче тата Заки Валиди урамĕнче тарăн урапа йĕрĕ (колея) пулса кайнă. Вĕсене йĕркене кĕртмелле. Çавăн пекех Ишимбай районĕнчи Торатау тăвĕ патне çитмелли çула та юсамалла.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас