Çĕр виçĕ çулхи кинемей «Сывлăх поездĕнче» сывлăхне тĕрĕсленĕ
Пушкăртстанри пĕр ялсенчен пĕринче 103 çулхи кинемей хăйĕн сывлăхне тĕрĕслес тĕллевпе «Сывлăх поезчĕ» республика акцине хутшăннă. Çакăн пирки ПР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин каласа панă.
Çĕр виçĕ çулхи кинемей «Сывлăх поездĕнче» сывлăхне тĕрĕсленĕ
Специалистсем пĕтĕмĕшле 44 пин тĕрĕслев йĕркеленĕ, 12 700 рентген тĕпчевĕ ирттернĕ, 106 ял-хулана çитнĕ.
Асăннă эрнере «Сывлăх поезчĕсем» Кушнаренкăпа Учалă, Çтерлĕпуçпа Буздяк, Дуван районĕсенче тата Нефтекамск хулинче ĕçлĕç.