Урал сасси
+23 °С
Облачно
Наци проекчĕ
1 Июля , 08:00

Çитес çулта 152 обществăлла территорие хăтлăх кĕртме палăртнă

ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн официаллă сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2027 çулта «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» федераллă проектпа килĕшÿллĕн 152 обществăлла территорие тирпей-илем кĕртме палăртаççĕ.  Палăртнине пурнăçлама федераллă бюджетран 1 млрд тенкĕ ытла уйăрĕç тесе çирĕплетнĕ ПР çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Ирина Голованова.

Çитес çулта 152 обществăлла территорие хăтлăх кĕртме палăртнăÇитес çулта 152 обществăлла территорие хăтлăх кĕртме палăртнă
Çитес çулта 152 обществăлла территорие хăтлăх кĕртме палăртнă

Асăннă программа «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçланать. 2019 çултанпа çак пуçарупа усă курса 976 обществăлла хутлăха тирпей-илем кĕртнĕ, федераллă хыснаран 8,7 млрд тенкĕ уйăрнă.

2027 çулта хăтлăх кĕртмелли чи пысăк объектсенчен пĕри – Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕнчи Салават Юлаев ячĕллĕ лапам. Уншăн 40 пин çын сасăланă. Кунта çуран çÿрекенсен сукмакĕсене çĕнетĕç, çĕнĕ пĕчĕк архитектура объекчĕсем вырнаçтарĕç, фонтансене юсĕç, çутă лампочкисене улăштарĕç.   

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас