Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕ
24 Июлӗн , 05:00

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне – çĕнĕ классем

Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи вăтам шкулта «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн витĕмĕпе юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Пĕлÿ çуртне тĕпрен çĕнетĕç, ăна вĕренÿре кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерĕç тесе пĕлтернĕ район администрацийĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне – çĕнĕ классемÇĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне – çĕнĕ классем
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне – çĕнĕ классем

Специалистсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне стенасемпе маччасене йĕркене кĕртĕç, электричество хатĕрĕсене улăштарĕç. Спорт зонине уйрăм тимлĕх уйăрĕç – ăна çĕнĕ сĕм кĕртĕç. Спорт лапамĕн территорине те хăтлăх кÿрĕç.  

Юсав ĕçĕсем вĕçленсен шкулта çĕнĕ вĕренÿ класĕсем пулĕç. Вĕсене функционаллă сĕтел-пукансемпе, паянхи куна тивĕçтерекен доскапа, интерактивлă панельпе тивĕçтерĕç. Унсăр пуçне «Основы безопасности и защиты Родины», физикăпа технологи, ИЗО, музыкăпа агротехкласс кабинечĕсене çĕнетĕç.

 - Юмаш ялĕнчи шкула юсасси – кăçалхи тĕп объектсенчен пĕри. Юсав ĕçĕсем графикпа килĕшÿллĕн пыраççĕ, ĕçсен пахалăхне тăтăшах тĕрĕслесе тăратпăр. Кăтарту вĕренекенсене те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене те савăнтарасса шанатăп, - тесе каланă Чекмагуш районĕнчи вĕренÿ пайĕн ертÿçи Ильдус Шайдуллин.  

 

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне – çĕнĕ классем
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне – çĕнĕ классем
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне – çĕнĕ классем
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне – çĕнĕ классем
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне – çĕнĕ классем
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас