Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Кадет класне Дмитрий Платонов ятне панă

Ĕпхÿ хулинчи 130№ шкулти «Витязь-юниор» çар пехотин кадет класне Украинăри ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне пурнăçланă чух паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Хăюлăх орденĕн кавалерĕн, 22 çулхи Дмитрий Платоновăн, ятне панă.

Кадет класне  Дмитрий Платонов ятне панă
Кадет класне Дмитрий Платонов ятне панă

Кун пирки Пушкăртстанри обществăлла сăнав комиссийĕсен канашĕн председателĕ Олег Галин пĕлтернĕ. «Димăна лайăх пĕлеттĕм. Çарпа патриотизм мероприятийĕсенче, кадетсен алла-аллăн тытăçса кĕрешмелли ăмăртăвĕсенче тĕл пулнă. Хăйĕн кĕске пурнăçĕнче Дима сахал мар ĕлкĕрчĕ», – палăртнă Олег Галин. Дмитрий Платонов çÿлерех асăннă шкулта вĕреннĕ, «Смена» çарпа патриотизм клубне çÿренĕ, шкул хыççăн Ĕпхÿри авиаци техникумне вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курсра хăй ирĕкĕпе салтака кайнă, ун хыççăн контракт мелĕпе службăра тăрса юлнă.
Чăваш каччипе июнь уйăхĕн 16-мĕшĕнче сывпуллашнă. «Сывпуллашу» Нур театрта иртнĕ. Паттăр салтак ашшĕпе амăш пурăнакан Авăркас районĕнчи Мăйлăпукан ял масарĕ çинче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.

Кадет класне  Дмитрий Платонов ятне панă
Кадет класне Дмитрий Платонов ятне панă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: