Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Тăнăçлăха хÿтĕлекенсене халалласа

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи пулăмсем çулран çул хыçа юлса пыраççĕ пулин те пирĕн асаттесемпе мăн асаттесен паттăрлăхĕ, вĕсем иртнĕ асаплă çĕнтерÿ çулĕ халăх асĕнчен нихăçăн та тухмасть. Хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр вĕсем Тăван çĕршыва ирсĕр вăрă-хурахран хÿтĕленĕ.

Тăнăçлăха хÿтĕлекенсене халалласа
Тăнăçлăха хÿтĕлекенсене халалласа

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Алексеевка ялĕнче чаплă лару-тăрура Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене халалласа лартнă обелиска çĕнетсе уçрĕç. Чул плита çине Алексеевка ялĕпе Барш поселокĕнчи Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ячĕсене çырнă. Паттăрсен ячĕсем паянхи тата пулас ăрушăн ĕмĕр-ĕмĕрех çутă тĕслĕх вырăнне пулĕç.
Палăка уçассипе çыхăннă митинга 100 çул ытла пĕр çемьери пек пурăнакан Алексеевка ялĕпе Барш поселокĕн çыннисем, çак ялта çуралса ÿснисем, çитĕнекен ăру, тăван кĕтесĕн шăпишĕн пăшăрханакансем пуçтарăннă. Савăнăçлă саманта пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Артур Зарипов, Пушкăртстан Республикин Тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Светлана Бурдюк, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн VI суйлавĕн депутачĕ, сывлăх сыхлав, социаллă политика тата ветерансен ĕçĕсен комитечĕсен председателĕ Салават Харрасов килсе çитнĕ.
– Вăрçăра пуç хунисене халалласа Алексеевка ялĕнче пĕрремĕш хут 1995 çулта палăк лартнă. Асăрхаса тăнă пулин те вăхăт иртнĕçемĕн вăл кивелсе çитрĕ: никĕсĕ, палăк патне хывнă сукмак ишĕлме пуçларĕç, – тет ял старости Владислав Петров. – Кăçал май уйăхĕн 9-мĕшне уявланă чух хамăр ялсемпе тата баршсемпе, Пишпÿлек ял хутлăхĕн пуçлăхĕпе обелиска çĕнетмелли пирки йышăну турăмăр. Ку – пирĕн асаттесемпе мăн асаттесен умĕнчи сăваплă тивĕç. Вĕсем пире мирлĕ пурнăç туса парассишĕн хăйсен сывлăхĕпе вăйне, пурнăçне шеллемесĕр тăшмана хирĕç çапăçнă.
Кĕске вăхăтрах ĕçе пуçăнтăмăр. Ял хастарĕсен пуçарăвĕпе халăхран укçа пухассине йĕркелерĕмĕр. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем те çак ĕçе кар! тăрса хутшăнчĕç, çапла пурĕ 127,5 пин тенкĕ пуçтарăнчĕ. Тĕп ĕçе ял хутлăх администрацийĕн нухрачĕпе пурнăçларăмăр. Халăхпа пĕрле пуçтарăнса тирпей-илем кĕртес енĕпе субботниксем ирттертĕмĕр. Укçан пĕр пайĕ тăрса та юлчĕ. Ĕçсем вĕçленмен-ха. Территорие карта тытса çавăрасшăн. Обелиск умне Ĕмĕрхи çулăма аса илтерекен пилĕк кĕтеслĕ çăлтăр вырнаçтарма палăртатпăр. Пĕрлехи пысăк ĕç пире пурне те пĕрлештерчĕ. Çапла майпа вăрçăра пулнă паттăр ентешсен ячĕсене ĕмĕрех асра юлмалла тума пултартăмăр. Маларах обелиск çине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хирĕсенче пуç хунисен ячĕсене çеç çырнăччĕ. Халĕ списока çĕнтерÿпе таврăннисен ячĕсене те кĕртнĕ, – паллаштарчĕ вăл лару-тăрупа.
Митингра сăмах каланă хăнасем пурнăçланă ĕçĕн кирлĕлĕхне, вăл çитĕнекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.
– Алексеевка ялĕнчен фронта 44 çынна ăсатнă. Вĕсенчен 21-шĕ ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Барш поселокĕнчен 33 çын мобилизацие лекнĕ. Вĕсенчен 16-шĕ килне таврăнайман. Реконструкци хыççăн обелиск çĕнĕрен чĕрĕлсе тăчĕ тейĕн, – палăртрĕ Артур Мухлисович.
Палăка уçнă хыççăн мероприятие хутшăннисем монумент умне чĕрĕ чечексем хучĕç, вăрçă участникĕсене асăнса пĕр вăхăт шăп тăчĕç.
Халĕ паттăрсене асăнмалли вырăн сăн-сăпачĕ çĕнĕлле, паянхи саманапа килĕшÿллĕ курăнать. Унăн тĕп тĕллевĕ – фронта тухса кайнă, пурнăçĕсене шеллемесĕр тăнăç пурнăçа каялла тавăрса çынсене таса тÿпе парнеленĕ геройсен ячĕсене ĕмĕрех асра тытасси.
Ирина ФОМИНА.
Пишпÿлек районĕ,
Алексеевка ялĕ.

Тăнăçлăха хÿтĕлекенсене халалласа
Тăнăçлăха хÿтĕлекенсене халалласа
Тăнăçлăха хÿтĕлекенсене халалласа
Тăнăçлăха хÿтĕлекенсене халалласа
Тăнăçлăха хÿтĕлекенсене халалласа
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: