Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

200 кун та 200 каç пынă Сталинград çапăçăвĕ

1943 çулхи февраль уйăхĕн 2-мĕшĕ историе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи чи пысăк çапăçусенчен пĕринче, Сталинград çапăçăвĕнче, нимĕç фашист çарĕсене çĕмĕрсе тăкнипе асра юлнă. Сталинград çапăçăвĕ 1942 çулхи июль уйăхĕн 17-мĕшĕнче пуçланса 200 кун та 200 каç пынă. Унта икĕ енчен 2,1 млн ытла çын хутшăннă. 

200 кун та 200 каç пынă Сталинград çапăçăвĕ
200 кун та 200 каç пынă Сталинград çапăçăвĕ

Çак пулăма халалласа Иглин районĕнчи Чăваш-Кăпавĕ ялĕнчи культура çуртĕнче 2-мĕш класс ачисем валли «Сталинграда халалласа…» истори сехечĕ йĕркеленĕ. Кунта çамрăк ăрăва 200 кун та 200 каç тăсăлнă Сталинград çапăçăвĕ çинчен каласа панă. Унтан ачасене Мамаев Курган историпе момериаллă комплекс, «Тăван çĕршыв – Анне чĕнет», «Нихăçан та парăнмалла мар», «Анне хуйхи», «Çар мухтавĕн залĕ», «Паттăрсен аллейи» тăрăх хатĕрленĕ «Паттăр-хула Сталинград» презентаци кăтартнă. Истори сехетне ертсе пыракан залра ларакансене кашни скульптурăпа кĕскен паллаштарнă. Çакăн хыççăн пухăннисем «Сталинградшăн çапăçни» видео-ролик пăхнă. Мероприяти Людмила Ященко «Тишина» юрă юрланипе вĕçленнĕ.  

200 кун та 200 каç пынă Сталинград çапăçăвĕ
200 кун та 200 каç пынă Сталинград çапăçăвĕ
200 кун та 200 каç пынă Сталинград çапăçăвĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: