Пур хыпар та

Хĕрлĕ армеец 83 çул каялла çырнă çырăва тупнă

1942 çулхи  март уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пушкăртстанри Хĕрлĕ çар салтакĕ çырнă çырăва тăванĕ тупнă.

Хĕрлĕ армеец 83 çул каялла çырнă çырăва тупнă
Хĕрлĕ армеец 83 çул каялла çырнă çырăва тупнă

Салихьян Кайбышев 1942 çулхи çуркунне çапăçусем хушшинчи вăхăтпа усă курса  амăшĕ патне тутарла çыру çырнă. Унта хăйĕн подразделенийĕ ăçта вырнаçнине, салтак пурнăçĕ çинчен каланă. Тунсăхласа çемьери пурнăçпа кăсăкланнă.

Виçĕ кунтан 20 çулхи салтак çапăçура пуçне хунă. Кăшт вăхăт иртсен çемьене вăл вилни çинчен хыпар çитнĕ, çур çул иртсен асăннă çыру килнĕ. Çыру амăш чĕринче шанчăк çуратнă. Вăл мĕн виличчен ывăлĕ вăрçăра сывă юлнă тесе шаннă, килне таврăнасса кĕтнĕ.

Çитмĕл çул ытла тăванĕсем салтака ăçта пытарнине пĕлмен. Анчах Мунира (паттăрăн пĕр тăванĕн хĕрĕ) тупнă çыру шыравçăсене çул кăтартнă. Салихьян Кайбышевăн вил тăприне Тверь облаçĕнче тупнă. Ушкăнлă вил тăпринче 388 салтака пытарнă, вĕсен хушшинче Пушкăртстан çынни те пулнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: