Июнь уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Ваттисен кунĕнче, ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунă паттăрсене, çавăн пекех Сергей Павлович Никифорова халалласа палăк уçнă. Чаплă митингра Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕн çумĕ Эллина Суфьянова, ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Александр Семенов, Пишпÿлек районĕнчи çар комиссариачĕн çар комиссарĕ Салават Абдуллин, Сергей Павловичăн амăшĕпе пиччĕшĕ, Раиса Васильевнапа Юрий Никифоров, Владимир иерей, Салаватпа Кумертау епископĕ Николай владыка тухса сăмах каланă. Çавăн пекех пухăннисен умĕнче Ольга Бурангулова вăрçă юррисене шăрантарнă. Мероприятие хутшăнакансем пуç хунă паттăрсене шăплăх минучĕпе аса илнĕ, салтаксене хисеп туса палăк умне чĕрĕ чечексем хунă.
Çакăн хыççăн пухăннисем пулас чиркÿ патне çул тытнă. Николай епископ пĕрремĕш чула хывнă, чиркĕвĕн никĕсне çветтит тунă.
Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ.