Шырав ĕçĕсем 2025 çулхи август уйăхĕнче иртнĕ. Асăннă экспедицие 50 яхăн çын хутшăннă: шыравçăсем, кадетсемпе шкул ачисем. Медаль тутăхнă пулсан та унăн номерне палăртма май килнĕ. Номерпе килĕшÿллĕн наградăн хуçи Ишимбай районĕнче çуралса ÿснĕ Басыр Рахимов шутланать.
Басыр Рахимова 1941 çулхи июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче фронта чĕнсе илнĕ, 1943 çулхи июнь уйăхĕнче ăна «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Архиври даннăйсем тăрăх, пушкăрт салтакĕ 1944 çулхи июль уйăхĕн 18-мĕшĕнче Белостокск облаçĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ, ăна Загораны ялĕнче пытарнă. Анчах медале Витебск çывăхĕнче тупнă, çакă вăл маларахри çапăçусем вăхăтĕнче çухатнине пĕлтерет.
ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçин кунне халалласа иртнĕ чаплă пухура тупнă медале фронтовикăн мăнукĕсене Наиль Рахимовпа Рима Габбасована панă.