Новости
13 Августӑн 2018, 15:25

Cуйлавçăсенчен çурри суйлава хутшăнма хатĕр

Пĕтĕм Раççейри халăх шухăш-кăмăлне тĕпчекен центр Пушкăртстанри халăх ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсене суйлассипе çыхăннă политика мероприятине хутшăнассин тĕпчев кăтартăвĕсене уçăмлатнă.

Пĕтĕм Раççейри халăх шухăш-кăмăлне тĕпчекен центр Пушкăртстанри халăх ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсене суйлассипе çыхăннă политика мероприятине хутшăнассин тĕпчев кăтартăвĕсене уçăмлатнă.
«Эсир кăçалхи сентябрь уйăхĕнче иртекен ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсене суйлама хутшăнатăр-и е çук?» текен ыйту çине респондентсенчен çурри çирĕплетсе хурав панă: 29% «хутшăнатăпах» тесе татса каланă, 21% кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Тĕпчев ĕçне хутшăннисен 25 проценчĕ хăйсен планне çак ыйтăва кĕртмен е палăртман темелле.
Çавăн пекех респондентсене тепĕр ыйту панă: «Енчен те çитес вырсарни кун суйлав иртес пулсан эсир хăш партишĕн сасăланă пулăттăр?» Кунта чăн ÿкерчĕк çапларах курăнать: 45 % - «Пĕрлĕхлĕ Раççейшĕн», 15 % - Раççей Федерацинчи коммунистсен партийĕшĕн, 8 % - Раççейри либерал демократсен партийĕшĕн, 6 % - «Справедливая Россияшăн». Ытти политика партийĕсем респондентсен 3 % пухнă.
ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсене суйласси 2018 çулхи сентябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртет. Депутат пулма партисен списокĕпе ултă политика партинчен 736 кандидата регистрациленĕ: ЛДПР, «Справедливая Россия», «Пĕрлĕхлĕ Раççей», «Раççей патриочĕсем», КПРФ, «Симĕссисем». Пĕр мандатлă округсем тăрăх 290 кандидата шута илнĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăх шухăш-кăмăлне тĕпчекен центр ыйтăма (опрос) Пушкăртстан Республикинче июнь уйăхĕн вĕçĕнче Пушкăртстанри «Территория содружества» социаллă аталану общество организацийĕ çине тăнипе тата тÿленипе ирттернĕ. Ыйтăма 18 çул тултарнă çынсем хутшăннă, вĕсемпе телефон урлă çыхăннă. Пурĕ 1200 респондента явăçтарнă. Тĕпчев ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсенче йăнăш пуласси 3,5 процентпа танлашма пултарать, 95 % чăнлăхпа тÿр килет.
Ыйтăма пĕр уйăх каялла ирттернине шута илес пулсан, улшăнусем те пулма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен ун чухне кандитатсемпе политика партийĕсем агитаци ĕçне пуçламан пулнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас