Пур хыпар та
Новости
13 Августӑн 2018, 20:34

Вĕсен ĕçĕ яланах куç умĕнче

«Хуласемпе ялсен, тĕнчипе паллă предприятисен историйĕ темиçе ăрури строительсен ĕç историйĕпе çыхăннă. Ачаранах юратнă урамсемпе бульварсене, авалхи тата паянхи нумай хутлă çуртсене, театрсене, суту-илÿ комплексĕсене, пире савăнтаракан, пулăшакан объектсене пурне те строительсен аллипе тунă», - тенĕ ПР Пуçлăхĕ Рустэм Хамитов строительсем пирки вĕсене патшалăх наградисемпе чысланă май.

«Хуласемпе ялсен, тĕнчипе паллă предприятисен историйĕ темиçе ăрури строительсен ĕç историйĕпе çыхăннă. Ачаранах юратнă урамсемпе бульварсене, авалхи тата паянхи нумай хутлă çуртсене, театрсене, суту-илÿ комплексĕсене, пире савăнтаракан, пулăшакан объектсене пурне те строительсен аллипе тунă», - тенĕ ПР Пуçлăхĕ Рустэм Хамитов строительсем пирки вĕсене патшалăх наградисемпе чысланă май.
Кашни çул, август уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче, пирĕн çĕршывра Строительсен кунне паллă тăваççĕ. Кăçал вăл август уйăхĕн 12-мĕшĕпе тÿр килчĕ. Строительсем чи мирлĕ, пултаруллă професси представителĕсем шутланаççĕ. Вĕсем çĕнĕ объектсем хăпартнисĕр пуçне киввисене те çĕнетеççĕ, юсаççĕ.
Строительсен кунĕ умĕн, август уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ПР Пуçлăхĕ Рустэм Хамитов республикăри строительство комплексĕнче тăрăшакан 53 çынна профессилле çитĕнÿсем тунăшăн Хисеп хучĕсемпе тата сумлă ятсем парса чысланă, асăннă сферăри çитĕнÿсемпе çитменлĕхсем çинче чарăнса тăнă.
- Юлашки çулсенче пирĕн республика кунран кун çĕнелсе, илемленсе пырать. Паян кăна, çак минутра, 2,5 млн тăваткал метр ытла 500 нумай хутлă, 55 пин уйрăм çурт хăпартаççĕ. Асăннă сооруженисем 5 млн тăваткал метр ытла лаптăк йышăнаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, строительство отраслĕ малалла çирĕп утăмсемпе утать.
Строительствăра пысăк квалификациллĕ специалистсем, хăйсен ĕçне пĕлекен ăстасем тăрăшаççĕ. Вĕсенчен кашниех ĕçченлĕхпе, Тăван çĕршыва юратнипе уйрăлса тăрать.
Иртнĕ çул республика çурт-йĕр хăпартас енĕпе плана тултарса 2,5 млн тăваткал метр çурт-йĕр хăпартнă. Ку лайăх кăтарту. Малашне те çак шая тытса пырăпăр. Паллах, нумай ыйту çурт-йĕр туянакансем пуррипе çуккинчен килет.
Çĕршыв Президенчĕ Раççейре çурт-йĕр хăпартас ĕçе 1,5 хут ÿстерме тĕллев лартнă. Апла пулсан малашне пирĕн кăтартусем 2,5 млн тăваткал метртан 3,5-3,7 млн тăваткал метра çитмелле. Ку, паллах, хапсăнуллă план. Анчах хваттерсене халăхăн укçи-тенки, пурлăхĕ пулсан çеç вырнаçтарма пулать. Малашне пысăк укçаллă ĕç вырăнĕсем тăвассипе ĕçлĕпĕр, - тенĕ регион ертÿçи пуçтарăннисен умĕнче.
Пушкăртстан пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра строительство материалĕсем - кирпĕч, цемент, керамика плитисем - туса кăларассин калăпăшĕ ÿснĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, строительство ĕçĕсен калапăшĕпе республика çĕршыври чи пысăк вунă регион шутне кĕрет. Çурт-йĕр тата производство объекчĕсемсĕр пуçне регионта газ пăрăхĕсем хываççĕ, ытти промышленность объекчĕсене хăпартаççĕ. Паллах, республикăра сывлăх сыхлав, вĕрентÿ, культурăпа спорт учрежденийĕсем хăпартассине те ÿстермелле. Иртнĕ çул Пушкăртстанра 9 çĕнĕ шкул тата 16 ача сачĕ хута кайнă.
Строительство сферинче татса паман ыйтусем те çук мар. Ку ытларах пая кĕнисемпе (дольщик) çыхăннă. Пая кĕрсе укçа хывнисем хушшинче улталаннисем те çук мар. Вĕсен пĕр пайĕ 2018 çулта çурт-йĕрлĕ пулĕ, 2019 çулта çак ыйтăва пĕтĕмпех татса парĕç. Малашне пая кĕнисен укçине тĕрлĕ çĕре яма май пулмĕ.
Тепĕр çивĕч ыйту – кадрсем. Çак сферăра çамрăк, лайăх пĕлÿллĕ, ăслă специалистсем çитмеççĕ. Строительство ĕçĕ çăмăл мар, анчах çамрăксемпе çине тăрсах ĕçлемелле.
Тĕлпулу вăхăтĕнче малалла сăмах строительство сферине çĕнĕ технологисемпе материалсем пурнăçа кĕртмелли, çынсене кирлĕ çĕнĕ, интереслĕ объектсем хута ямалли çинчен пынă.
Строительсен ĕçĕ йывăр, яланах куç умĕнче. Çынсем вĕсен ĕçне хак парсах тăраççĕ, вĕсен умĕнче пуç таяççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас