Çĕнĕ мелсемпе усă курса тыр-пула упрасси пирĕн пата Аргентина патшалăхĕнчен килсе çитнĕ. Океан леш енчи çĕнĕлĕхпе таçта аякра мар, Буздяк районĕнчи “Башкирагроинвест” ОООра усă кураççĕ. Çапла майпа хуçалăхра çĕнĕ тухăçа хĕл каçарма та, кĕлетсемпе усă курмасăр укçа-тенке перекетлеме те пулать имĕш.
Çĕнĕ технологипе паянхи кунччен тырра Краснодарпа Ставрополь крайĕсенче, Тутарстанра, Ростовпа Эрĕнпур облаçĕсенче ăнăçлă упранă. Унăн конструкцийĕ те ансат - авăнакан полимер çанăсем (пыршăсем) ăшне хатĕр тыр-пула тултараççĕ. Пыршăсем виçĕ си полиэтиленран тăраççĕ, кашни сийĕн хăйĕн тивĕçĕ. Калăпăшĕпе 2,7 метр диаметрлă 60-75 метрлă “кĕлете” 250 тонна тырă кĕрет.
Çĕнĕ технологине вырнаçтарассине Тюрюшево ялĕнчи юсав мастерскойĕ çывăхĕнчи лапамра пуçланă. Çак ĕçе «Лилиани» фирма ĕçченĕсем пурнăçланă. Аргентинсен çĕнĕлĕхĕпе паллашма район администрацин пуçлăхĕ Азат Арсланов та килсе çитнĕ. Пĕччен мар, хăйĕн пĕрремĕш çумĕпе - ял хуçалăх пайĕн ертÿçипе Рим Нугумановпа пĕрле.
- Полимер пыршăсем перекетлĕх енчен илсен пире тивĕçтермелле. Хуçалăхра 11 пин гектар пĕрчĕллĕ культурăсем йышăнаççĕ, тухăç гектартан 29-30 центнер тухать. Паянхи кун уй-хирте 25 комбайн ĕçлет. Вĕсенчен 14-шĕ - хамăрăн, улттăшĕ - МТСăн. Тепĕр пиллĕкĕшĕ Белгород облаçĕнчен. Тĕш тырра турттарма транспорт единици çитмест. Пыршă кĕлетсене кĕрхи тулăпа тултарма пуçларăмăр, - пĕлтерет предприяти пуçлăхĕ Ильгиз Свечников.
Юрий СНЕГОПАД. Буздяк районĕ.