Пур хыпар та
Новости
20 Августӑн 2018, 15:35

«Пушкăртстанри чи илемлĕ ялсем» ятшăн Слакпуç тата Юмаш ялĕсем кĕрешеççĕ

«Пушкăртстан Республикинчи чи илемлĕ ял» конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.

«Пушкăртстан Республикинчи чи илемлĕ ял» конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.
Кун евĕр форматпа конкурс республикăра пĕрремĕш хут иртет. Унăн йĕркелÿçисем – «ПР муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕ» ассоциаци, «ПР çамрăк депутатсен ассоциацийĕ» тата «Башкортостан» телерадиокомпани.
Конкурса пурĕ 47 заявка килнĕ. Кашни муниципаллă районтан пĕр ял хутлăхне тăратнă. Ăмăртăвăн тĕп условийĕ вара çапла пулнă: ялти халăх шучĕ пилĕк пинрен иртмелле мар, конкурса хутшăнасси пирки çынсем пухура хăйсем йышăну тумалла.
Мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ – тăван тăрăха, çĕре юратма вĕрентесси, ял пурнăçĕпе паллаштарасси, çынсене хăйсем пурăнакан тавралăха хăтлăрах тума хавхалантарасси, вырăнти хăйтытăмлăха аталантарасси, ялăн йăли-йĕркисене, хăй евĕрлĕхне сыхласа хăварасси.
Конкурс комиссийĕ ялăн тулаш сăн-сăпатне çеç мар, унăн историне те, халăх ял пурнăçне епле хутшăннине те, культура йăли-йĕркисене тытса пынине те шута илнĕ.
Экспертсем 20 чи лайăх яла суйласа илнĕ. Чи лайăххисен шутне икĕ чăннипех те илемлĕ те пуян историллĕ чăваш ялĕ – Чекмагуш тăрăхĕнчи Юмаш тата Пелепей районне кĕрекен Слакпуç – кĕнĕ.
Иккĕмĕш тапхăр вăхăтĕнче финала тухнă ялсен телепрезентацийĕ тата интерактивлă сасăлав иртет. Вĕсем тăрăх комисси членĕсем çĕнтерÿçĕсене палăртĕç. Конкурс епле пынипе паллаштарас тата унăн сумне ÿстерес тĕллевпе «Вконтакте» социаллă сетьре ушкăн та йĕркеленĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас