Сентябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче республикăра пурăнакансен улттăмĕш хут ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн депутачĕсене суйлама тивет. Суйлава 735 кандидат тăратнă. Вĕсенчен 110-шĕ депутат пуканне йышăнĕç.
Пушкăртстанăн Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пĕрлĕхлĕ суйлав округĕ тăрăх (парти списокĕпе) 3059787 сасăлав бюллетенĕ, сасăлакан граждансен шучĕ чухлĕ, пичетленĕ. Пĕр мандатлă суйлав округĕ тăрăх та çавăн чухлех бюллетень хатĕрленĕ. Вĕсенчен 1483200-шĕ комплекслă тĕрĕслев витĕр иртекен бюллетеньсем пулĕç. 19 618 çын суйлава пуçласа хутшăнĕç.
Суйлав кунĕ 3426 суйлав участокĕ ĕçлĕ. Вĕсенчен 3391-шĕ – стационарлисем. Çынсем вăхăтлăха чарăнса тăнă вырăнсенче - 35 участок. Мĕнпур суйлав участокĕсенче те сусăр çынсене çÿреме майсем туса панă. Сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕ – шăплăх кунĕ шутланать. Çак кун суйлав умĕнхи агитацисене ирттерме пур çĕрте те чарнă.
Шăпа янă тăрăх, регионти политика партийĕсен ячĕсемпе паллисене бюллетеньре çапла майпа вырнаçтарнă:
1. Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Пушкăртстанри регион уйрăмĕ.
2. Пушкăртстан Республикинчи «Справедливая Россия» политика партийĕн регионти уйрăмĕ.
3. «Раççей патриочĕсем» политика партийĕн Пушкăртстанри регион уйрăмĕ.
4. «Российская экологическая партия «Зеленые» политика партийĕн Пушкăртстанри регион уйрăмĕ.
5. ЛДПР политика партийĕн Пушкăртстанри регион уйрăмĕ.
6. «Раççей Федерацийĕнчи Коммунистсен партийĕ» политика партийĕн Пушкăртстанри регион уйрăмĕ.
Территори комиссийĕсен заявкисем тăрăх, бюллтеньсене виçĕ чĕлхепе, вырăсла, вырăсла-пушкăртла, вырăсла-тутарла хатĕрлеççĕ.