Ĕпхÿри “Башкирия” хăна çуртĕнче обществăлла пресс-центр ĕçле пуçланă. Вăл суйлав участокĕсемпе пĕрле 8.00 сехетре уçăлнă, сентябрĕн 10-мĕшĕнчи ирхи 6.00 сехетчен ĕçлет. Унăн йĕркелÿçи - республикăри обществăлла палата.
Кунта, медиацентăрта, кунĕпех брифигсем иртĕç. Вĕсене политика партийĕн представителĕсем, политологсемпе экспертсем, патшалăх влаçĕн представителĕсем хутшăнĕç, суйлава хутшăннă çынсен шучĕпе паллаштарĕç.
Вăл е ку вăхăт тĕлне суйлава миçе çын хутшăннине ПР Тĕп суйлав комиссинчен тÿрĕ трансляци урлă пĕлтерĕç. Медиацентра политологсем ĕçлеççĕ, вĕсем сасăлав мĕнле иртнине хакласа хăйсен комментарийĕсене параççĕ.