Ирхи 10.00 сехет тĕлне Пушкăртстан парламенчĕн депутачĕсене суйлама мĕнпур çуйлавçăсен 6,3% хутшăннă тесе пĕлтернĕ ПР Тĕп суйлав комиссин председателĕ Хайдар Валеев. Çакă вăл 192 458 çынпа танлашать.
Ĕпхÿ хулинче 798 958 суйлавçăран 22 790 (2,8%) сасăланă. Чи хастаррисен шутне Октябрьски тата Орджоникидзе районĕсем кĕреççĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем 4 процентпа танлашаççĕ. Хуласенчен чи «тухăçли» - Кумертау (8,12%).
Ял тăрăхĕнчи муниципалитетсенче ирхи 10.00 сехет тĕлне суйлава 9% суйлавçă хутшăннă. Мĕнпур электоратăн 16 проценчĕ Бурай, Бурзян,Татăшлă, Хайбулла районĕсенче сасăланă.
2013 çулхи парламент суйлавĕнче асăннă вăхăт тĕлне регионта 15% суйлавçă сасăланă.