Республикăра суйлав участокĕсем уçăлнă. ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн тата вырăнти хăйтытăмлăхăн представителлĕ органĕсен депутачĕсемшĕн сасăласси пуçланнă. Сентябрĕн 9-мĕшĕнче, вырсарни кун – Пĕрлĕхлĕ суйлав кунĕ - 22 суйлав кампанийĕ иртет, пурĕ 147 депутат мандатне улăштарĕç: 110-шĕ республика парламенчĕн, ыттисем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен.
55 округри суйлав комиссин полномочийĕсене 39 территори суйлав комиссине панă. Суйлавсем 69 территори тата 3426 участокри суйлав комиссинче иртеççĕ. Çав шутра суйлавçăсем вăхăтлăха пулакан 35 вырăнта.
Суйлавçăсен списокне пĕтĕмĕшле 3 млн та 50 пин те 303 çын кĕртнĕ. 2018 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне шăпах çавăн чухлĕ çын суйлав правипе усă курма пултарни паллă пулнă.
Регионти парламента суйласси пилĕк çулта пĕрре иртет. Паян республикăра пурăнакансем саккун кăларакан пухăвăн 110 депутачĕшĕн сасăлаççĕ. Вĕсенчен çуррине пĕр мандатлă округсем тăрăх, теприне парти списокĕпе суйлаççĕ. Суйлав кунĕ, сентябрĕн 9-мĕшĕнче, суйлавçăсем алла икĕ бюллетень илеççĕ: пĕринче пĕр мандатлă округри (пĕтĕмĕшле республикăна 55 округа пайланă, çав округсенче чи нумай сасă пухни депутат пулать), тепринче парти списокĕпе тăратнă кандидатсене кĕртнĕ.
Пушкăртстанăн Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсемшĕн сасăланă чухне суйлавçăсем сасăланă бюллетеньсене электронлă майпа шута илĕç, 811 участокра суйлав бюллетенĕсене шута илмелли комплекспа (вырăсла вĕсене кĕскен КОИБ теççĕ) усă курĕç. Çак çĕнĕлĕх суйлавçăсен 49,27 процентне пырса тивет. Суйлавра КОИБсемпе усă курассипе эпир Раççейре виççĕмĕш вырăнта, Мускав облаçĕпе (1704) Мускав хули (1544) хыççăн.
Ĕпхÿри суйлав участокĕсене 94% çакăн йышши комплекссемпе тивĕçтернĕ. Хула округĕсенчи суйлав участокĕсенче çак виçе 74% çитет.
Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн депутачĕсене суйланă чухне, Раççей Федерацин Президентне суйланă чухнехи пекех, мĕнпур суйлав участокĕсен комиссийĕсем пĕтĕмлетÿ протоколĕсем хатĕрлеме вулакан машина технологин кочĕпе (QR-код) усă курĕç.
Вырсарни кун, сентябрĕн 9-мĕшĕнче, Раççĕйре пурĕ 5000 суйлав кампанийĕ иртет, вĕсене 45 политика партийĕ хутшăнать. Суйлав кампанийĕ мĕнпур çĕршывĕпе иртет темелле, пилĕк региона шута илмесен.