Новости
9 Сентября 2018, 09:01

Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи суйлава хутшăннă

Телефон урлă Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ĕçтăвком ертÿçипе Людмила Мурманскаяпа çыхăнтăмăр, суйлав кунĕ мĕнле иртни çинчен интереслентĕмĕр.

Телефон урлă Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ĕçтăвком ертÿçипе Людмила Мурманскаяпа çыхăнтăмăр, суйлав кунĕ мĕнле иртни çинчен интереслентĕмĕр.
- Ĕнер сад пахчинче çĕр каçрăмăр. Паян акă суйлав кунне пула хулана таврăнма тÿр килчĕ. Пилĕк çулта пĕрре суйланакан республика парламенчĕн суйлавĕнчен айăккинче тăрса юлас мар терĕмĕр, ытти чухнехи пекех çемйипех хутшăнтăмăр. Пирĕн Ĕпхÿ хулинчи 21-мĕш шкулти 111-мĕш суйлав участокĕ эпир пурăнакан вырăнтан инçетре вырнаçман, çавăнпа çуранах çÿретпĕр. Çичĕ-сакăр минут çеç утмалла.
Хамăрăн йăхташ-ентешсене те çакăн пек политика пĕлтерĕшлĕ мероприятинчен пăрăнса юлмалла маррине систересшĕн. Конституцинче çырнă правăпа пурин те туллин усă курмалла, - пĕлтерчĕ Людмила Ивановна гражданла хастарлăхне палăртса.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас