Обществăлла пресс-центра политологсем çапларах пĕтĕмлетÿ тунă. Мĕншĕн тесен пенси ыйтăвĕпе хускатнă çĕнĕлĕхсем халăхăн хастарлăхне çĕкленĕ, вĕсем хăйсен сĕнĕвне пĕлтересшĕн тесе шутлать Сергей Семенов политолог.
Раççей гражданĕсем федераллă власть тытăмне ытларах шанаççĕ, çавăнпа та çĕршыв шайĕнчи суйлавсене суйлавçăсем нумайрах хутшăнаççĕ тесе шутлать Сергей Лаврентьев политолог. Регионти саккун кăларакан пухусен çакăн хыççăн кирлĕ пек пĕтĕмлетÿ тумалла, кун йĕркине вырăнти çивĕч ыйтусене кĕртме тăрăшмалла. Вĕсене татса панă чухне регионти парламент хатĕрленĕ саккунпа усă курмалла-çке. РФ Патшалăх Думи çак ĕçе хутшăнаймасть.
- Пушкăртстан шайĕнче çак темăсене кĕртме пулать: нацисен аталанăвĕ, ислам аталанăвĕ, шихансен проблеми, - палăртнă Сергей Николаевич. Ун чухне республикăра пурăнакансем депутатсене шанасси ÿсĕ теççĕ экспертсем.