Пур хыпар та
Новости
9 Сентябрӗн 2018, 18:39

Вăрçă ветеранĕ килте сасăланă

Республикăри 983-мĕш суйлав округĕ Юламанти культура çуртĕнче вырнаçнă. Унăн ĕçне 7 комисси членĕ йеркелесе пырать. Председателĕ – В.П. Савельев.

Республикăри 983-мĕш суйлав округĕ Юламанти культура çуртĕнче вырнаçнă. Унăн ĕçне 7 комисси членĕ йеркелесе пырать. Председателĕ – В.П. Савельев.
- Пирĕн участокри суйлавçăсен шучĕ 453 çынпа танлашать. Кăнтăрла иртни 15.00 сехет тĕлне суйлавçăсен 25% сасăлава хутшăнчĕç. Çав шутра хăйсем тĕллĕн участока çитейменнисем те кĕреççĕ. Вĕсем патне килĕсене çитрĕмĕр. Сăмахран, Ольга Кожевниковапа Ольга Савельева комисси членĕсем КПРФ тата «Патриоты России» партисен сăнавçисемпе пĕрле Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă ялти пĕртен-пĕр сывă юлнă Александр Васильевич Федоров вăрçă ветеранĕ патĕнче пулчĕç. Сывлăхĕ чаплах мар пулин те тăхăр вун тăваттăри ватă çын вĕсене тарават йышăннă, хăй малтанах палăртса хунă кандидатсемшĕн сасăласа бюллетене урнăна янă, – пĕлтерчĕ пире Юламанти участок комиссин председателĕ Валерий Савельев.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Авăркас районĕ.
Читайте нас