Пур хыпар та
Новости
10 Сентябрӗн 2018, 14:03

Чи нумай сасă - “Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн”

Сентябрĕн 9-мĕшĕнче Пушкăртстанра Патшалăх Пухăвĕн - Курултайăн депутачĕсене суйласси иртрĕ.

Сентябрĕн 9-мĕшĕнче Пушкăртстанра Патшалăх Пухăвĕн - Курултайăн депутачĕсене суйласси иртрĕ.
Суйлава мĕнпур суйлавçăсен (3 млн та 50 пин те 303 çын) 47,11% хутшăннă. Ĕпхÿре сасăлава хутшăннисен шучĕ 27,55% танлашать. Ытти хула округĕсенче вăтамран - 38,77%. Муниципаллă ял районĕсем тăрăх çак кăтарту 59,81% çитет. Чи пуçаруллă та хастар районсен шутне çаксем кĕреççĕ: Баймак, Тÿртÿлли, Зианчура, Караидель, Кармаскалă, Кугарчă, Куюргазă, Салават, Федоровка, Хайбулла тата Чекмагуш. 2013 çулта ПР Патшалăх Пухăвĕн - Курултайăн депутачĕсене суйлама мĕнпур суйлавçăсен 52,84% хутшăннă.
Политика партийĕсем хушшинчи лару-тăру çапларах. Пĕтĕмĕшле суйлав списокне кĕртнĕ çынсенчен 58,39% “Пĕрлĕхлĕ Раççейшăн” сасăланă, 18,73% - “КПРФшăн, 9,91% - “ЛДПРшăн”, 5,47% - “Справедливая Россияшăн”, 4,01% - “Раççей патриочĕсемшĕн”, 1,99% - Раççейри экологсен “Симĕс” партийĕшĕн.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас